Юрамасть:
-  киревсӗр, усал тата ятлаҫу сӑмахӗсемпе (ҫав шутра цитатӑсенче те!) усӑ курма (эсир усӑ курнӑ сӑмахҫаврӑнӑшӗ е ун вариантчӗ Патмар кӑларнӑ «Ан ятлаҫ» кӗнекере пур пулсан — ку комментарине хуратмалли сӑлтав);
-  ытти хутшӑнакансене кӳрентерме, ятлама (оппонентсене хисеплеме вӗренӗр);
-  кам ҫинчен те пулин (ҫав шутра хутшӑнакансем пирки те) йӗкӗлтесе, витлешсе ҫырма;
-  харпӑр ҫыннӑн хуть те мӗнле даннӑйӗсене (телефон номерӗ, адресӗ, IP тата ыт. те) пӗлтерме;
-  комментарисенче пысӑк калӑпӑшлӑ материалсем (статьясем,хайлавсем тата ыт.те) вырнаҫтарма (вӗсене кун кӗнекинче вырнаҫтарӑр);
-  пӗр текста темиҫе хут копилесе лартма;
-  тӗлли-паллисӗр ҫырса тухнӑ саспаллисем ҫырма (т-х: фвыавыа);
-  СПАМ таврашӗ кӗртме;
-  сайт тӗрӗслевҫисен ӗҫне хаклама (ҫыру ҫырӑр);
-  урӑх хутшӑнакан ячӗпе ҫырнӑ пек кӑтартма, тепӗр хутшӑнакана евӗрлесе ҫырма;
-  пӗр-пӗр халӑх пирки хисеплемесӗр ҫырма, вӗсен культурине, чӗлхине тата ыттине вырӑнсӑр тиркеме;
-  Чӑваш Республикин пурнӑҫӗ пирки тиркесе кӑна ҫырма;
-  Чӑваш Республикин тата Раҫҫей Федерацийӗн саккунӗсене пӑсакан текстсем ҫырма;
Чӑваш халӑх сайчӗ йышӑнӑвӗсем:
-  эпир ватӑ ҫынсене хисеплетпӗр, ҫапла май 70 тултарнӑ е аслӑраххисем пирки нимӗнле япӑх факт та пӗлтерме, вӗсене япӑх енчен сӳтсе явма, епле те пулин кӳрентерме юрамасть. Ку йӗрке пирӗнтен уйрӑлнӑ ҫынсем тӗлӗшпе те сарӑлать.
-  чӑвашлӑхшӑн ырми-канми тӑрӑшакансене сума сӑватпӑр. Вӗсен ӗҫӗ-хӗлне сӳтсе явма юрать, анчах та кӳрентерме — ҫук. Кама та пулин пӗр-пӗр комментари унашкал ҫынна кӳрентерни пирки пӗлтерсен эпир ӑна хуратма пултаратпӑр.
-  комментарисенче пӗлтерни тӗрӗс е тӗрӗс маррине факт материалне тивӗҫтернӗ хыҫҫӑн пулӑртатпӑр. Суя япалана факт материалӗпе хурататпӑр. Комментаринче пӗлтерни тӗрӗс е суя иккенне хамӑр та, ыйтнипе те шырамастпӑр (хӑвӑр тивӗҫтерсен кӑна).
-  эпир пур тӗне те хисеплетпӗр, ҫапла май нихӑш тӗне те хурлама, нихӑшӗ пирки те кӳрентерсе ҫырма юрамасть. Сӳтсе явнӑ чухне те хурлакан, кӳрентерекен фактсемпе усӑ курмалла мар.
-  темӑпа пӗр килмен шухӑшсене хуратма-тасатма пултаратпӑр. Шухӑшӑн пӗр пайӗ темӑна тивӗҫтермест пулсан та ӑна тӗрӗслевҫӗсем тасатма пултараҫҫӗ.
-  комментарисем вӑл е ку термина сӳтсе явмалли вырӑн мар.
Тӗрӗслевҫӗ ӗҫӗ:
-  тӗрӗслевҫӗ комментарисене вӑхӑт пур чухне тӗрӗслет;
-  тӗрӗслевҫӗ ҫак йӗркевсене пӑхӑнман комментарисене хуратать;
-  тӗрӗслевҫӗ ытти хӑш-пӗр комментарисене те хуратма пултарать — вӑл шута пӗр-пӗрне хирӗҫтерсе яма пултараканнисем кӗреҫҫӗ. Кунпа тӗрӗслевҫӗ тавлашу хӗрӳленсе кайиччен сӳнтерме усӑ курма пултарать;
Ытти:
-  ку йӗркевсем улшӑнма та пултараҫҫӗ, комментарилекен унӑн хальхи версипе усӑ курса ҫырать, ӑна пӑхӑнать.
 
     
 Статья каҫми
 Статья каҫми :: 
Пичет версиӗ 
Admin тӳрлетнӗ, информацие 2025-02-25 19:06:45 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 14555 хут пӑхнӑ.